Урал сасси
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
САЛАМЛАНИСЕМ
29 Майӑн 2023, 09:00

Роза Александровна АНДРЕЕВА

Пелепей районĕнчи Аксаково поселокĕнче пурăнакан хаклă та юратнă аннене, ырă кăмăллă та вашават кукамая, çепĕç чунлă мăн кукамая Роза Александровна АНДРЕЕВАНА 85 çулхи юбилей ячĕпе!

Роза Александровна АНДРЕЕВА
Роза Александровна АНДРЕЕВА

Пире кун-çул парнелесе, вĕрентсе телейлĕ çитĕнтернĕшĕн, пурнăçра хамăр вырăна тупма пулăшнăшăн, ĕмĕрĕпе пирĕншĕн тăрăшнăшăн çĕре çити пуç таятпăр.
Сана ялĕпе те, районĕпе те хисеплеççĕ. Вăтăр икĕ çул хушши вĕрентÿ анинче тăрăшнисĕр пуçне ял халăхĕпе те хастар ĕçленĕ эсĕ, тĕрлĕ мероприяти йĕркеленĕ. Эсĕ вĕрентсе кăларнă ачасем паян çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнче тăрăшаççĕ, хăйсене тивĕçлĕ пĕлÿ парса пурнăç çулĕ çине кăларнă вĕрентекенне тав тăваççĕ. Пире те, пилĕк хĕрне, хăв пек тÿрĕ кăмăллă пулма вĕрентсе ÿстертĕн. Эсĕ – чи ырă та ăшă кăмăллă, яланах пире ăнланма тăрăшакан анне, кукамай, мăн кукамай. Эсĕ вăй-хăват панипе, пулăшса, ăс парса пынипе, эпир ура çинче çирĕп тăратпăр.
Сана çак чаплă юбилей ячĕпе чун-чĕререн саламлатпăр, юман пек çирĕп сывлăх, телей, ăнăçу, кĕр мăнтăрĕ пек тулăх пурнăç сунатпăр.
Ăшă салампа – пилĕк хĕрĕпе кĕрĕвĕсем, мăнукĕсемпе мăнукĕн ачисем.

Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас: