Урал сасси
+22 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
САЛАМЛАНИСЕМ
10 Сентябрӗн 2023, 09:05

Вера Михайловна ТАРАСОВА

Чăваш наци ăслăлăхпа ÿнер академийĕн академикне, Пушкăртстан Республикин вĕрентÿ отличникне, П.М. Миронов ячĕллĕ чăваш вырсарни шкулĕн вĕрентекенне, сумлă таврапĕлÿçе, пултаруллă чăваш хастарне Вера Михайловна ТАРАСОВАНА 65 çулхи юбилей ячĕпе!

Вера Михайловна ТАРАСОВА
Вера Михайловна ТАРАСОВА

Вера Михайловна Тарасова Кармаскалă районĕнчи Антунăски ялĕнче çуралнă. Тинĕскÿлти вăтам шкултан вĕренсе тухсан Хусан хулинчи химипе технологи институтĕнче, Пушкăрт патшалăх университетĕнче аслă пĕлÿ илнĕ, Ĕпхÿ хулинчи шкулсенче хими учителĕ пулса ĕçленĕ. 1995 çултанпа ачасене хушма пĕлÿ паракан П.М. Миронов ячĕллĕ чăваш вырсарни шкулĕнче тăрăшать. Вера Михайловна – пуçаруллă та яваплă вĕрентекен. Вăл Ĕпхÿ хулинче пуçласа авалхи руна çырулăхĕпе çыхăннă наци тĕррине пуçарса ярассипе, ăна халăх хушшинче сарассипе, наци тумне модăна кĕртессипе ĕçлекенĕ. Чăваш Республикин тулашĕнче пĕрремĕш пулса алĕç искусствипе вĕрентÿ программи хатĕрленĕ. Хулара çитĕнекен хĕр ачасене чи лайăх çемье хаклăхĕсем çине таянса алăпа тĕрлеме тата ытти йышши алă ĕçĕсене вĕрентессине йĕркеленĕ. Хăйĕн çитĕнĕвĕсемпе, çĕнĕлĕхсемпе тата ăсталăхĕпе ытти вĕрентекенсене те паллаштарас тĕллевпе ПР Пĕлĕве аталантарас институтра, П.М. Миронов ячĕллĕ чăваш вырсарни шкулĕнче мастер-классем ирттерет. Вĕренекенĕсемпе пĕрле час-часах конференцисене, выставкăсемпе конкурссене хутшăнать. Çавăн пекех вăл чăваш вырсарни шкулне парне туса 30 ытла хĕр ачапа арçын ача тумĕ çĕлесе тата илемлетсе, тухьясем хатĕрлесе панă.
Вера Михайловна – Ĕпхÿ хулипе республикăн обществăлла пурнăçне хастар хутшăнаканĕ. 2006 çулта ăна Пушкăртстанри чăвашсен Канашĕн II съезчĕн делегатне суйланă, 2009 çулта Чăваш наци конгресĕн VII съездне хутшăннă. 2008 çулта пултаруллă чăваш хĕрарăмне Чăваш наци наукăпа искусство академийĕн чăн членне суйланă.
Вера Тарасована Ĕпхÿ хула администрацийĕн, Халăха вĕрентес ĕç управленийĕн Хисеп хучĕсемпе, «Пушкăртстан Республикин вĕрентÿ отличникĕ» кăкăр çине çакмалли паллăпа, ПР Вĕрентÿ министерствин Хисеп хучĕсемпе, «Вĕрентĕве аталантарас ĕçе тÿпе хывнăшăн» медальпе, Пушкăртстан Республикин Тав çырăвĕпе тата ыт. те наградăланă.
Хисеплĕ Вера Михайловна, сире илемлĕ юбилей ячĕпе чун-чĕререн саламласа чăвашлăхшăн малалла та пархатарлă ĕçсем тума çирĕп сывлăх, вăрăм та телейлĕ кун-çул сунатпăр.
Çулсем иртни ан кÿтĕр тунсăх,
Вăй-халăр пултăр иксĕлми.
Сире сунатпăр ырлăх-сывлăх
Тата телей ытам тулли.
Ырă сунса та хисеплесе – Чăваш наци ăслăлăхпа ÿнер академийĕн Уралçум филиалĕ.

Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас: