Урал сасси
+7 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
САЛАМЛАНИСЕМ
15 Сентябрӗн 2023, 10:25

Оксана Петровна ФЕДОРОВА

Авăркас районĕнчи Трепел ялĕнче çуралса ÿснĕ, халĕ Çтерлĕ хулинче пурăнакан хаклă та юратнă çыннăмăра Оксана Петровна ФЕДОРОВАНА чаплă юбилейпе, 50 çул тултарнă ятпа, чун-чĕререн ăшшăн саламлатпăр!

Оксана Петровна ФЕДОРОВА
Оксана Петровна ФЕДОРОВА

Сана хĕрĕм, юратнă мăшăрăм, аннем, асаннем, аппам, йăмăкăм çирĕп сывлăх, ăнăçу, тивлет сунатпăр, ĕмĕтленнĕ ĕмĕтÿсем çитсе пыччăр, пуçланă ĕçÿсем пурнăçланччăр.
Кулленхи кашни самантшăн хĕпĕртесе юратнă мăшăрупа, тăванусемпе, ачусемпе, мăнукусемпе савăнса пурăн. Санăн, пурнăçра питĕ тăрăшуллă çыннăн, ĕçре, тăванусем хушшинче тата та ытларах çитĕнÿсем тума вăй-хал хутшăнсах пытăр.
Эсĕ тăван халăх, чăваш чĕлхипе культури тата та ытларах аталантăр тесе питĕ нумай вăй-хăват хуратăн, укçа-тенкĕпе хăвăн вăхăтна хĕрхенместĕн, чĕре хушнипе тата туртнипе ырми-канми тăрăшатăн. Çакăнпа эпир мăнаçланатпăр.
Çумăнта яланах мăшăру, Николай Никифорович, çывăх çыннусемпе шанчăклă туссем пулччăр, ача-мăнуксемпе савăнса, ырă курса пурăнмалла пултăр. Вĕсем хăв йăтайми телей парнелеччĕр. Çĕр çинчи мĕн чухлĕ ырри, таси, хитри, телей кÿрекенни пур, пурте саншăн пулччăр. Пирĕнпе юнашар çакăн пек маттур та пултаруллă юратакан çын пулнăшăн эпир телейлĕ.
Ăшă салампа – мăшăрĕ, ачисем, мăнукĕсем, ашшĕпе амăшĕ, йăмăкĕпе шăллĕ тата вĕсен çемйисем, Лариса аппăшĕ.

Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: