Пирĕн сумлă тăванăмăр – питĕ пултаруллă çын. Нукасак ялĕнчи шкултан вĕренсе тухсан Пушкăрт патшалăх аграри университетĕнчи агрономи факультетĕнче, çĕр ĕçĕпе почвоведени кафедринче аспирантурăра пĕлÿ илнĕ, 1998-2005 çулсенче – студентсемпе аспирантсен профкомĕн председателĕ, çĕр ĕçĕпе почвоведени кафедрин ассистенчĕ, аслă преподавателĕ, доценчĕ. 2006-2017 çулсенче – çĕр ĕçĕпе почвоведени кафедрин докторанчĕ, почвоведени, ботаника тата ÿсен-тăрансен физиологийĕн кафедрин ертÿçи. В.С. Сергеев ял хуçалăх наукисен кандидачĕ (1998 ç.), биологи наукисен докторĕ (2011 ç.). Вăл 200 ытла наука ĕçĕн авторĕ, ăна РФ Ял хуçалăх министерствин Хисеп хучĕпе наградăланă.
Владислав Сергеевича 50 çулхи юбилей ячĕпе чун-чĕререн саламлатпăр, ырлăх-кĕрлĕх, çирĕп сывлăх, вăрăм ĕмĕр, иксĕлми телей сунатпăр, эпир санпа савăнатпăр, мăнаçланатпăр, эсĕ – пирĕн тĕреклĕх.
Ăшă салампа – Вера аппăшĕпе Володя Фоминсем, Светлана, Юрий, Даша Колесниковсем, Илья тата Валентина Кузьминсем.