-2 °С
Пӗлӗтлӗ
Юратнӑ та хаклӑ ҫыннӑмăра чаплă юбилей ячĕпе чун-чĕререн тухакан чи ырă та ăшă сăмахсемпе саламлатпăр. Вăрăм ĕмĕр сукмакĕпе пĕр чирлемесĕр, кулянмасăр утма юман пек ҫирӗп сывлӑх, ҫӑлкуҫ пек тапса тăракан вӑй-хал сунатпӑр. Хастарлӑху нихӑҫан та ан иксӗлтӗр, ӗмĕр сукмакӗ такӑр та вӑрӑм пултӑр. Ачусемпе, мăнукусемпе пĕрле тата нумай çул савăнса пурăнмалла пултăр.
Савса юрлатăр шăпчăк юрă,
Хĕвел лăпкатăр шевлипе.
Илемлĕ пултăр пурнăç çулĕ,
Ан туйсам эс çулсем иртнине.
Хĕрÿллĕ салампа – юратнӑ мӑшӑрĕ, хĕрĕсемпе ывăлĕсем, кĕрÿшĕсемпе кинĕсем, мăнукĕсем.