Урал сасси
+6 °С
Ҫумӑр
Пур хыпар та
САЛАМЛАНИСЕМ
1 Кӑрлач , 09:10

Хисеплě ентешĕмĕрсем, хаклӑ та юратнӑ чӑвашӑмӑрсем!

Пурнăç малалла хайěн йěркипе, пĕр сисĕнмесĕр шуса пырать. Акă ěнтě Çěнě çул та çитрĕ. Пысăк ĕмĕтсемпе, çитĕнÿсемпе, çĕнтерÿсемпе ҫыхăннă тепĕр çулталăк вӗҫленчĕ.

Хисеплě ентешĕмĕрсем, хаклӑ та юратнӑ чӑвашӑмӑрсем!
Хисеплě ентешĕмĕрсем, хаклӑ та юратнӑ чӑвашӑмӑрсем!

2023 çул хыçа юлнă май эпир пурнӑҫланӑ ӗҫсене аса илетпӗр, вĕсене хак паратпӑр. Вӑл пирěншěн, Пушкӑртстан чӑвашěсемшěн, тӑван халӑхӑмӑрпа ҫыхӑннӑ паллӑ пулӑмсемпе историе кěрсе юлě. Вěсен шутěнче: Чăваш Республикин тĕп хулинче, Шупашкарта, иртнě «Иван Яковлев – ҫамрӑксен чӗринче» ятлӑ регионсен хушшинчи ҫамрӑксен иккӗмӗш форумӗ, Пишпӳлек районӗнче регионсен хушшинчи «Шур ҫӑл» ятлӑ ачасен фестивалӗ, Пушкăртстан чăваш хӗрарӑмӗсен пӗрремӗш форумӗ тата ыттисем те.
Иртнě ҫул ҫăмăлах пулмарĕ пулсан та эпир пуçа усмасăр малаллах утрӑмӑр. Шел, çухатусемсĕр те пулмарĕ. Эпир пиртен вăхăтсăр уйрăлса кайнă çывăх та хаклă çыннӑмӑрсен, ҫӗршыва хӳтӗлекенсен умĕнче пуçа таятпăр.
Раҫҫей Президенчӗ ҫирӗплетнӗ тӑрӑх, кăçал Ҫемье ҫулталăкĕ пулӗ. Ку вара ҫемье институчӗ тӑван халӑхӑмӑрӑн ӗмӗрсен тӑршшӗ сыхланса юлнӑ хаклăх пулнине, вӑл кашни ҫыннӑн пурнӑҫӗнче паллӑ та пысӑк вырӑн йышӑнса тӑнине тепěр хут ҫирěплетсе парě. Ҫěнě ҫулта сирĕнпе юнашар хаклă та çывăх çыннӑрсем пулччăр, ҫуртăрсемпе çемйĕрсенче килĕшÿпе ăшă туйăм, савăнăç тата татулăх хуçаланччăр. Пур ĕмĕтĕрсем те пурнăçа кĕччĕр, начарри хыçа тăрса юлтăр. Пирӗн ҫӗршыва хӳтӗлекенсем вара ырӑ-сывӑ та ҫӗнтерӳпе киле таврăнса ҫитмелле пултӑр, Çĕнĕ ҫулта ҫӗнӗрен те ҫӗнӗ ҫемьесем ҫуралччăр, вěсем ҫӗнӗ пепкесем парнелеччӗр, ҫӗр ҫинче тӑнӑҫлӑх хуҫаланма пуҫлатӑр тесе ӗмӗтленер.
Регионти «Пушкӑрт Республики чӑвашӗсен Канашӗ» общество организацийӗнчен Çĕнĕ çул ячĕпе чи ăшă та çутă саламсем йышăнса илсемĕр. Çĕнĕ çула çĕнĕ шанчăкпа, тӑван халӑхăмăрăн аталанӑвĕшĕн ĕҫлеме, пур йывăрлăхсене те çĕнтерме, ыррине ҫеҫ ĕмĕтленсе кĕрер. 2024 çулта сирĕн пур пуçарăвăрсенче те хавхалану, ҫĕнĕ ĕмĕтěрсене пурнăҫа кěртме ырлăх, сывлăх, телей сирěнпе яланах юнашар пулччăр, ӑнӑҫлӑ утӑмсем тума вӑй-хал ҫиттěр.
Пирĕнпе пĕрле пулса пуçарусене пурнăçа кĕртме пулăшнăшăн пурне те тав сӑмахӗсем калатпăр! Çĕнĕ çул ячĕпе, хаклӑ ҫыннӑмӑрсем!
Ирина СУХАРЕВА,
Пушкӑртстанри чӑваш халӑхӗн чӗлхипе йӑла-йӗркине аталантаракан тата сыхлакан «Канаш» регионти общество организацийӗн ертӳҫи.

Автор:Татьяна Иванова
Читайте нас: