Пур хыпар та
САЛАМЛАНИСЕМ
1 Кӑрлач , 12:10

Хисеплĕ юлташсем, вулакансем!

Паянхи кун хăйĕн аллинче «Урал сасси» хаçата тытакан çын – чăваш халăхĕн чăн-чăн патриочĕ. Пĕр шухăшлă çынсен обществăлла пĕрлешĕвĕ – ПР чăваш культура обществи ятĕнчен Çĕнĕ çул ячĕпе ăшă саламсем йышăнсамăр.

Хисеплĕ юлташсем, вулакансем!
Хисеплĕ юлташсем, вулакансем!

Иртсе каякан çулта эпир пĕрле нумай ырă ĕç пурнăçларăмăр. Пире пулăшу панăшăн эпир савăнатпăр, обществăлла ĕçе мĕнпур чунтан тăрăшса, пайтасăр пурнăçланăшăн мăнаçланатпăр.
Чăваш халăхĕнче хăйне хăй сыхласа хăварас туртăм пуррине куратпăр. Тăван халăха юратассипе çыхăннă çулăм чĕрĕрсенче нихăçан та ан сÿнтĕр. Шăпах çакăнта ĕнтĕ вăл чăн-чăн телей, эпир унпа сирĕнпе пайлама хатĕр. Апла пулсан Çĕнĕ çулта сирĕн телей курки тăкăнса тăтăр!
Юрий МИХАЙЛОВ, ПР чăваш культура обществин председателĕ.

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: