Урал сасси
+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
САЛАМЛАНИСЕМ
1 Кӑрлач , 10:10

Лариса Валерьевна КОРОТАЕВА

Чăваш наци ăслăлăхпа ÿнер академийĕн академикне, ПР вĕрентÿ ĕç отличникне, филологи наукисен кандидатне, Ĕпхÿ наукăпа технологисен университечĕн Çтерлĕ филиалĕн пушкăрт тата тĕрĕк филологи кафедрин доцентне Лариса Валерьевна КОРОТАЕВАНА 50 çулхи юбилей ячĕпе!

Лариса Валерьевна КОРОТАЕВА
Лариса Валерьевна КОРОТАЕВА

Лариса Валерьевна Коротаева Мияки районĕнчи Суккул ялĕнче çуралнă. Çĕнĕ Хурамал ялĕнчи вăтам шкула пĕтернĕ хыççăн Шупашкарти И. Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче «Филолог. Чăваш чĕлхипе литературин учителĕ» специальноçа алла илнĕ. 1996 çултанпа Ĕпхÿ наукăпа технологисен университечĕн Çтерлĕ филиалĕн пушкăрт тата тĕрĕк филологи кафедрин преподавателĕ пулса ĕçлет. 2010 çулта тутар тата чăваш кафедрин доценчĕ ята панă. 2011 çулта «ПР вĕрентÿ ĕç отличникĕ» паллăпа наградăланă.
Университетра ĕçленĕ май вĕрентÿ процесĕнче усă куракан 237 наукăпа методика ĕçĕ пичетлесе кăларнă. Чылай грант çĕнсе илсе наука ĕçĕсене çутта кăларнă. ПР Халăх вĕрентÿ министерствин, ЧР Вĕрентÿ тата çамрăксен политикин министерствин Хисеп хучĕсене, «Пушкăртстан Республикин вĕрентÿ ĕç отличникĕ» палла тата ытти сумлă наградăсене илме тивĕçнĕ.
Хисеплĕ Лариса Валерьевна, сире 50 çул тултарнă ятпа чун-чĕререн ăшшăн саламлатпăр! Çирĕп сывлăх, вăрăм кун-çул, хавхалануллă кăмăл-туйăм, иксĕлми хастарлăхпа çăлкуç пек тапса тăракан вăй-хăват сунатпăр. Çут тĕнче илемĕпе киленсе пĕр чирлемесĕр, кулянмасăр пурăнмалла пултăр, пурте хăвăр шутланă пек йĕркеленсе пытăр. Пултарулăх ĕçĕнче çĕнĕ çитĕнÿсем тумалла пултăр.
Ырă сунса тата хисеплесе – Чăваш наци ăслăлăхпа ÿнер академийĕн Уралçум филиалĕ.

Автор:Инга Алексеева
Читайте нас: