Урал сасси
+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
САЛАМЛАНИСЕМ
1 Кӑрлач , 11:10

Луиза Владимировна АРТЕМЬЕВА

Авăркас тăрăхĕнчи Шланлă ялĕнче пурăнакан канăçсăр чĕреллĕ аннене, хаклă та хисеплĕ кукамая, тимлĕ те вашават асаннене, аппана, мăнаккана Луиза Владимировна АРТЕМЬЕВАНА 75 çулхи юбилей ячĕпе!

Луиза Владимировна АРТЕМЬЕВА
Луиза Владимировна АРТЕМЬЕВА

Аннеçĕм, сана пурнăç çулĕпе тата нумай çул хавхаланса утма çирĕп сывлăх, тулли телей, çăлкуç пек тапса тăракан вăй-хал сунатпăр. Санăн тараватлăху нихăçан та ан иксĕлтĕр, кăмăл ăшши хутшăнсах пытăр. Эс пуртан эпир телейлĕрех, пирĕн кил-çурт хăтлăрах та çутăрах. Эсĕ пирĕншĕн тÿпери сар хĕвел пекех. Эпир сана юрататпăр, хисеплетпĕр.
Эс пирĕншĕн пĕртен-пĕрре
Çакă аслă, çутă тĕнчере.
Çĕре çити пуç тайса
Калар кашни саламласа –
Нумай çул пурăн ыр курса!
Ăшă салампа – хĕрĕсемпе кĕрÿшĕсем, ывăлĕсемпе кинĕсем, мăнукĕсем, тăванĕсем.

Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас: