Урал сасси
+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
САЛАМЛАНИСЕМ
3 Кӑрлач , 10:10

Ирина Витальевна СУХАРЕВА

Чăваш наци ăслăлăхпа ÿнер академийĕн академикне, ПР чăвашсен Канашĕн ертÿçине, истори наукисен докторне, çĕршер сăвă тата юрă авторне, хĕрÿ чĕреллĕ чăваш хастарне, «Урал сасси» хаçатăн тусне Ирина Витальевна СУХАРЕВАНА 55 çулхи юбилей ячĕпе!

Ирина Витальевна СУХАРЕВА
Ирина Витальевна СУХАРЕВА

И.В. Сухарева 1969 çулхи январь уйăхĕн 3-мĕшĕнче Авăркас районĕнчи Нукасак ялĕнче çуралнă. Вырăнти вăтам шкула медальпе пĕтернĕ хыççăн ППУри истори факультечĕпе аспирантурăран вĕренсе тухнă. Пушкăртстанри халăхсен этнографи музейĕн аслă наука сотрудникĕ, ПР Наци музейĕн ученăй секретарĕ пулса ĕçленĕ. Ирина Витальевнăна истори наукисен докторĕ, Пушкăрт патшалăх медицина университетĕнчи философи кафедрин профессорĕ, 150 ытла наука ĕçĕн, вĕрентÿпе методика пособийĕсен, монографисен, студентсен учебникĕсен авторĕ пек пĕлетпĕр. Вăл Пушкăрт патшалăх медицина университечĕн, Ĕпхÿ нефтьпе техника университечĕн студенчĕсене историпе философи курсĕсемпе лекцисем вулать. Тăван чăваш чĕлхисĕр пуçне тутарла, пушкăртла калаçать, ют çĕршыв студенчĕсем валли акăлчан чĕлхипе лекцисем ирттерет. Ирина Витальевна – пултаруллă чăваш хастарĕ. 2012 çултан – чăваш халăх академикĕ; Халăхăн сывлăх тата пурнăç пахалăхĕсен проблемисемпе çыхăннă Пĕтĕм тĕнчери наукăпа практика форумĕсен йĕркелÿçисен, Пушкăртстанри тата Раççейри хĕрарăмсен пĕрлĕхĕсен йышĕсене кĕрет.
И.В. Сухарева пултарулăх ĕçĕсенче пысăк çитĕнÿсем тăвать. Мускаври патшалăх ÿнер университетĕнчен вĕренсе тухнă. Вăл – паллă чăваш юррисен авторĕ, пултаруллă юрăçă. Хăй сăввисене те, ытти авторсенне те юрра хывать, сцена çинчен куракансене савăнтарать. 2021 çултан ПР чăвашсен Канашĕн ертÿçи.
Хисеплĕ Ирина Витальевна, сире илемлĕ юбилей ячĕпе чун-чĕререн саламласа чăвашлăхшăн малалла та пархатарлă ĕçсем тума çирĕп сывлăх, вăрăм та телейлĕ кун-çул сунатпăр.
Çулсем иртни ан кÿтĕр тунсăх,
Вăй-халăр пултăр иксĕлми.
Сире сунатпăр ырлăх-сывлăх
Тата телей ытам тулли.
Ырă сунса та хисеплесе – Чăваш наци ăслăлăхпа ÿнер академийĕн Уралçум филиалĕ.

Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас: