Урал сасси
+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
САЛАМЛАНИСЕМ
4 Кӑрлач , 10:10

Николай Александрович ФОМИН

Чăваш наци ăслăлăхпа ÿнер академийĕн академикне, «ПАССР тава тивĕçлĕ учительне», çыравçа, вĕрентекене, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранне Николай Александрович ФОМИНА 101 çул тултарнă ятпа!

Николай Александрович ФОМИН
Николай Александрович ФОМИН

Николай Александрович Фомин Шаран районĕнчи Базгиево ялĕнче çуралнă. Шаранти вăтам шкулта вĕреннĕ. Пушкăрт патшалăх педагогика институтĕнче «Истори тата обществоведени учителĕ» специальноçа алла илнĕ. 1951-1953 çулсенче Шаран районĕн хаçатĕнче редактор пулса ĕçленĕ. 1948-1983 çулсенче Чалманти çичĕ çул вĕренмелли, Базгиево ялĕнчи вăтам шкулсенче историпе обществознани учителĕ, директор çумĕ, директор пулса тăрăшнă.
Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă. Тăван çĕршыв Аслă вăрçин орденĕпе, «Çапăçура палăрнăшăн» медальпе, юбилейлă медальсемпе наградăланă. 1962 çулта «ПАССР тава тивĕçлĕ учителĕ» ята панă, 1970 çулта В.И. Ленин çуралнăранпа 100 çул çитнине халалланă медальпе чысланă. Çавăн пекех пĕрре мар ПАССР Аслă Канаш Президиумĕн, ПАССР Çут ĕç министерствин, КПСС Пушкăрт обкомĕн Хисеп хучĕсемпе чысланă. ПАССР Аслă сучĕн халăх заседателĕ пулнă. Хастар таврапĕлÿçĕ Тăван çĕршыв историйĕпе çыхăннă 14 кĕнеке пичетлесе кăларнă.
Хисеплĕ Николай Александрович, сире çуралнă кун ячĕпе саламласа çирĕп сывлăх, хисеплĕ ватлăх, вăрăм та телейлĕ кун-çул сунатпăр.
Эсир пурри пире савăнтарать,
Пурăнма тата хăват парать.
Ялан пулăр эсир пирĕнпе пĕрле –
Йышра, ура çинче.
Ырă сунса та хисеплесе – Чăваш наци ăслăлăхпа ÿнер академийĕн Уралçум филиалĕ.

Автор:Инга Алексеева
Читайте нас: