Урал сасси
+6 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
САЛАМЛАНИСЕМ
6 Кӑрлач , 10:05

Ирина Витальевна ГРИГОРЬЕВА

Ермеккей районĕнчи Эрехĕрри ялĕнче пурăнакан канăçсăр чĕреллĕ аннене, ырă кăмăллă та вашават кукамая Ирина Витальевна ГРИГОРЬЕВАНА 60 çулхи юбилей ячĕпе!

Ирина Витальевна ГРИГОРЬЕВА
Ирина Витальевна ГРИГОРЬЕВА

Чи тимлĕ те илемлĕ анне, сана юбилей ячĕпе хĕрÿллĕн саламлатпăр. Уйăх пек çутă кун-çул, çурхи хĕвел пек ырă кăмăл, инçе çул евĕр вăрăм ĕмĕр, чăваш юманĕ пек çирĕп сывлăх, куç тулли телей сунатпăр. Ырӑ ӗмӗтÿсем пурнӑҫланччӑр, илемлӗхÿ кунран кун чечекленсе пытăр. Пурнăçри кашни утăму куç тулли çутă шанчăкпа тултăр. Пĕр чирлемесĕр, пăшăрханмасăр пурăнмалла пултăр. Эпир сана юратни, хисеплени вăй-хăват хушса пытăр.
Саншăн çутаттăр илемлĕ çут çăлтăр,
Саншăн çĕклентĕр ăшпиллĕ хĕвел.
Савăк сар кайăк çĕн юрă юрлатăр,
Сунатпăр сывлăх та пысăк телей.
Ăшă салампа – Алёна хĕрĕпе Олег кĕрÿшĕ, Даниил, Кирилл тата София мăнукĕсем.

 

Автор:Татьяна Иванова
Читайте нас: