Урал сасси
+6 °С
Ҫумӑр
Пур хыпар та
САЛАМЛАНИСЕМ
25 Кӑрлач , 10:05

Людмила Ивановна ЯКОВЛЕВА

Мияки районӗнчи Тимеш ялӗнче пурӑнакан юратнӑ мӑшӑра, аннене, асаннене, кукамая Людмила Ивановна ЯКОВЛЕВАНА юбилей ячӗпе саламлатпӑр!

Людмила Ивановна ЯКОВЛЕВА
Людмила Ивановна ЯКОВЛЕВА

Хаклă çыннăмăр, сывлӑху чӑваш юманӗ пек ҫирӗп, ӗмӗрӳ аслӑ Атӑл пек анлӑ, утас ҫулу такӑр, вӗҫес пӗлӗтӳ уяр пултӑр! Мӑнукусем куҫ тулли телей парнелеччӗр, сӑн-питӳ ялан савӑнӑҫпа ялкӑштӑр, ҫӗр ҫинчи мӗнпур таси, ырри, телей кӳрекенни санпа пӗр ҫулпа уттӑр! Ырӑ ӗмӗтÿсем пурнӑҫланччӑр, илемлӗхÿ кунран кун чечекленсе пытăр!
Саншӑн ҫутаттӑр илемлӗ ҫут ҫăлтӑр,
Саншӑн ҫӗклентӗр ӑшпиллӗ хӗвел!
Савӑк сар кайӑк ҫӗн юрӑ ҫураттӑр,
Ырлӑх, телей кӳтӗр ҫак юбилей!
Ăшă салампа – мӑшӑрӗ, ачисем, мӑнукӗсем.

Автор:Татьяна Иванова
Читайте нас: