Урал сасси
+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
САЛАМЛАНИСЕМ
30 Кӑрлач , 11:10

Василий Сергеевич АНТОНОВ

Мияки районĕнчи Çĕнĕ Хурамал ялĕнче çуралса ÿснĕ, хальхи вăхăтра Иглино салинче пурăнакан хаклă çыннăмăра, хисеплĕ çыравçа, вăтăр кĕнеке авторне Василий Сергеевич АНТОНОВА 75 çулхи юбилей ячĕпе!

Василий Сергеевич АНТОНОВ
Василий Сергеевич АНТОНОВ

Хисеплĕ Василий Сергеевич, сире юбилей ячĕпе чун-чĕререн саламласа пурнăç çулĕпе малалла та хавхаланса утма хурçă пек çирĕп сывлăх, тата та çĕнĕ кĕнекесем калăплама çĕнĕ шухăшсемпе çăлкуç пек тапса тăракан иксĕлми вăй-хал сунатпăр. Эсир пирĕншĕн, «Тантăшсем» ушкăншăн, питĕ ырă та çутă тĕслĕх. Çак пурнăçра сирĕн пек çынна тĕл пулма тÿр килнишĕн мăнаçланатпăр. Пĕрле пухăнса эсир баян каласа юрланисем, сирĕн çепĕç те лăпкă сассăр пирĕн асрах. Эсир çырнă сăвăсене, калав-повеçсене вуласа хавхаланма пÿрнишĕн сирĕн умăрта çĕре çити пуç таятпăр.Чăвашлăхшăн тăвакан пархатарлă ĕçĕрсем хавхалану кÿрсе тăччăр, вĕсене тивĕçлипе хаклаччăр.
Ырă сунса та хисеплесе - Гафури тăрăхĕнчи «Тантăшсем» ушкăн тата ертÿçи Нина Матвеева.

Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас: