Урал сасси
+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
САЛАМЛАНИСЕМ
16 Нарӑсӑн , 16:16

Людмила Тимофеевна СЕМЕНОВА

Пелепей районĕнчи Ярмулай ялĕнче пурăнакан чи çывăх, юратнă та хисеплĕ аннене, асаннене, кукамая Людмила Тимофеевна СЕМЕНОВАНА 75 çулхи юбилей ячĕпе чун-чĕререн саламлатпăр!

Людмила Тимофеевна СЕМЕНОВА
Людмила Тимофеевна СЕМЕНОВА

Пирĕн хаклă çыннăмăр, сана савăнăçлă та телейлĕ самантсем сунасшăн. Ялан ырă кăмăллă та вашават пулнишĕн, ăшă самантсемпе ачаш юратушăн тав тăватпăр. Чунупа та, чĕрÿпе те нихăçан та ан ватăл, вăрăм ĕмĕрлĕ пул. Çулсене ан парăн, пĕркеленчĕксем кулнăран çеç пулччăр. Пирĕншĕн çакă çутă тĕнчере чи пĕлтерĕшли – эсĕ хÿхĕм те çамрăк, хитре пулни. Эпир сана пурте юрататпăр, хаклатпăр.
Çул хыççăн çул иртсе хыçа юлсан,
Эс уншăн ан кулян, ан пăшăрхан,
Пул сывлăхлă ялан, çапла пулсассăн –
Укçаллă этемрен те эс пуян.
Ырă сунса – Виктор ывăлĕпе Наталья хĕрĕ тата вĕсен çемйисем.

Автор:Татьяна Иванова
Читайте нас: