Урал сасси
+6 °С
Ҫумӑр
Пур хыпар та
САЛАМЛАНИСЕМ
28 Нарӑсӑн , 09:10

Георгий Александрович ВАРЕЙКИН

Пелепей хулинче пурăнакан юратнă мăшăра, хаклă та тăрăшуллă аттене, хисеплĕ те тимлĕ кукаçие, асаттене, мăн кукаçие Георгий Александрович ВАРЕЙКИНА 85 çулхи юбилей ячĕпе!

Георгий Александрович ВАРЕЙКИН
Георгий Александрович ВАРЕЙКИН

Çывăх çыннăм, юратнă атте, эсĕ пирĕншĕн ăслăлăхпа ĕçченлĕх, ырă кăмăллăхпа чăтăмлăх, пĕлÿ туртăмлăхĕн тĕслĕхĕ шутланатăн. Эсĕ пирĕн чĕресене ялан аттен юратăвĕпе ăшăтатăн, шанчăк, çирĕплĕх парнелетĕн, вырăнлă та тĕрĕс канашсем паратăн. Сана малалла та çирĕп ăс-тăнпа пурăнма сунатпăр. Хăв палăртнă пур ĕçе те пурнăçлама вăй-хăват çиттĕр. Кашни куна йăл кулăпа, хавхалунпа, тав туса кĕтсе ил.
Мĕн сунар сана паян?
Мĕн кирли йăлт пултăр сан:
Иксĕлми вăй-хал, хастарлăх
Çирĕп сывлăх, вашаватлăх,
Çемьере ялан татулăх.
Пурнăçу сан пултăр тулăх.
Пурăн ĕмĕр савăнса,
Пурнăç илемне туйса!
Ăшă салампа – юратнă мăшăрĕпе ачисем, мăнукĕсемпе кĕçĕн мăнукĕ.

Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас: