Урал сасси
+10 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
САЛАМЛАНИСЕМ
6 Мартӑн , 09:05

Юлия Никодимовна АЛЕКСЕЕВА

Пелепей районĕнчи Ярмулай ялĕнче пурăнакан юратнă мăшăра, хаклă аннене, тимлĕ те ачаш асаннене, хисеплĕ те ырă кăмăллă кукамая, мăн кукамая Юлия Никодимовна АЛЕКСЕЕВАНА 85 çулхи юбилей ячĕпе!

Юлия Никодимовна АЛЕКСЕЕВА
Юлия Никодимовна АЛЕКСЕЕВА

Пире кун çути кăтартса, ÿстерсе, вĕрентсе телейлĕ çитĕнтернĕшĕн, халăха юрăхлă пулма пилленĕшĕн, пурнăçра хамăр вырăна тупма пулăшнăшăн, ырми-канми пирĕншĕн тăрăшнăшăн, ырă кăмăлушăн çĕре çити пуç тайса тав тăватпăр! Ырлăх-сывлăх, канлĕ ватлăх, вăрăм ĕмĕр сунатпăр. Эпир эсĕ пуррипе вăйлă, çунатлă, ĕмĕтлĕ!
Аннеçĕм, ытарайми хĕвелĕм,
Кун-çул пилленĕ эс пире.
Санпа чух çеç эпир телейлĕ,
Телейлĕ эс пулсан кăна.
Таçти инçе çĕре çитсен,
Туйса тăратпăр ăшшуна.
Тавтапуçах сана калатпăр
Ăс панăшăн куллен пире.
Ăшă салампа – мăшăрĕ, ывăлĕпе кинĕ, хĕрĕсемпе кĕрÿшĕсем, мăнукĕсемпе кĕçĕн мăнукĕсем.

Автор:Инга Алексеева
Читайте нас: