Урал сасси
+6 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
САЛАМЛАНИСЕМ
13 Мартӑн , 14:46

Галина Владимировна ВОРОНЦОВА

Кармаскалă районĕнчи Тинĕскÿл ялĕнче çуралса ÿснĕ, халĕ Çтерлĕ хулинче пурăнакан хаклă та юратнă тус-тантăшăма Галина Владимировна ВОРОНЦОВАНА сумлă юбилей ячĕпе!

Галина Владимировна ВОРОНЦОВА
Галина Владимировна ВОРОНЦОВА

Галина Владимировна хăй пурнăçне чи сумлă та пархатарлă профессие, ача садĕнчи шăпăрлансене воспитани парас ĕçе, халалланă. Чăвашлăхшăн çунса тăракан сумлă та хисеплĕ çын. Мăшăрĕпе, Владимир Аркадьевичпа, пĕр ывăлпа хĕре çуратса ÿстерсе пурнăç çулĕ çине кăларнă. Паянхи кун телейлĕ кукашшĕпе кукамăшне Лев мăнукĕ савăнтарать.
Хаклă çыннăмăра паллă кун ячĕпе саламласа пурнăçăн анлă çулĕпе малашне те мал ĕмĕтлĕн те сулмаклăн, пысăк хавхаланупа утма хурçă пек çирĕп сывлăх, иксĕлми вăй-хал, çемьере килĕшÿпе юрату сунатпăр. Умри çулу санăн яланах такăр, çутă пултăр. Мĕн шутланисем пурнăçланса, ĕçÿсем ăнса пыччăр. Санра ĕçченлĕх, кăмăл пуянлăхĕ, çын хушшинчи хисепÿ ан иксĕлтĕр, çывăх çынсен юратăвĕ хавхалану кÿтĕр.
Ăшă чун, ырă кăмăл санра
Çăлкуç шывĕ пекех иксĕлмест.
Тĕнчере эс пурришĕн Турра
Тав тумашкăн сăмах та çитмест.
Ăшă та таса туйăмсемпе – Çтерлĕ хулинчи Федоровсен çемйи.

Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас: