Урал сасси
+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
САЛАМЛАНИСЕМ
16 Мартӑн , 09:10

Илшат Сахиятуллович НАСИПОВ

Филологи наукисен докторне, профессорне, М.Акмулла ячĕллĕ Пушкăрт патшалăх педагогика университечĕн тутар чĕлхипе литература кафедрин ертÿçине, Чăваш наци ăслăлăхпа ÿнер академийĕн пайташне, Раççей обществознани академин корреспондент-пайташне Илшат Сахиятуллович НАСИПОВА 60 çулхи юбилей ячĕпе!

Илшат Сахиятуллович НАСИПОВ
Илшат Сахиятуллович НАСИПОВ

И.С. Насипов 1964 çулхи март уйăхĕн 16-мĕшĕнче Илиш районĕнчи Кивĕ Куктово ялĕнче çуралнă. Вырăнти вăтам шкултан вĕренсе тухнă хыççăн Пушкăрт патшалăх университетĕнче аслă пĕлÿ илнĕ, филолог пулса тăнă. Ĕçлĕ пурнăçне 1987 çулта Авăркас районĕнчи Тукай ялĕнчи вăтам шкулта тутар чĕлхипе литературин вĕрентекенĕ, вĕрентÿ енĕпе директорăн çумĕ должноçĕнче пуçланă. 1989-1993 çулсенче Тутарстан Республикин Г.Ибрагимов ячĕллĕ Наука академийĕн Чĕлхе, литература тата истори институчĕн аспирантуринче вĕреннĕ. 1989-2012 çулсенче Çтерлĕри пушкăрт патшалăх педагогика институтĕнче ассистент, аслă преподаватель доцент, вырăс чĕлхине наци шкулĕнче вĕрентес кафедра ертÿçин çумĕ, тутар тата чăваш филологисен кафедра ертÿçи пулса ĕçленĕ. 2012 çултан пуçласа М.Акмулла ячĕллĕ Пушкăрт патшалăх педагогика университетĕнче тăрăшать. Çтерлĕри пушкăрт патшалăх институтĕнче тутар тата чăваш филологин кафедрине уçас ĕçре пысăк тÿпе хывнă. Илшат Сахиятулловича «ПР вĕрентÿ ĕç отличникĕ», «Тутарстан Республикин вĕрентĕвĕн тава тивĕçлĕ ĕçĕсемшĕн», «ТР хисеплĕ наставникĕ», «РФ аслă професси вĕрентĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕ» паллăсемпе, Тутарстан Республикин Президенчĕн Тав çырăвĕпе, «Тăван тавралăха тĕпченĕшĕн» Спиридон Яндуш медалĕпе тата ытти наградăсемпе чысланă.
Хисеплĕ Илшат Сахиятуллович, сире юбилей ячĕпе саламлатпăр, халăха вĕрентес тата чăвашлăха аталантарас ĕçре чунтан парăнса тăрăшнăшăн сирĕн умăрта пуç таятпăр, çирĕп сывлăх, вăрăм та телейлĕ кун-çул сунатпăр.
Çулсем иртни ан кÿтĕр тунсăх,
Вăй-халăр пултăр иксĕлми.
Сире сунатпăр ырлăх-сывлăх
Тата телей ытам тулли.
Ырă сунса та хисеплесе – Чăваш наци ăслăлăхпа ÿнер академийĕн Уралçум филиалĕ, ПР чăвашсен Канашĕ.

Автор:Инга Алексеева
Читайте нас: