Урал сасси
+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
САЛАМЛАНИСЕМ
12 Апрелӗн , 09:10

Альбина Варламовна ПЕТРОВА

Авăркас районĕнчи Шланлă ялĕнче пурăнакан, хăй вăхăтĕнче вырăнти шкулта вĕрентекен, класс ертÿçи пулса ĕçленĕ Альбина Варламовна ПЕТРОВАНА 70 çулхи юбилей ячĕпе!

Альбина Варламовна ПЕТРОВА
Альбина Варламовна ПЕТРОВА

Хисеплĕ те юратнă класс ертÿçине çуралнă кун ячĕпе чун-чĕререн саламлатпăр! Пирĕншĕн чи пултаруллă, лайăх вĕрентекен пулнишĕн, пурнăçа пысăк витĕм кÿнишĕн тав тăватпăр.
Вĕренекенсем талантлă, ачасене юратакан, учитель ĕçне чунтан парăннă çын аллине лекни пурнăçри чи паха пулăм. Эсир пире пурнăçри хаклăхсене: туслă пулма, пĕр-пĕрне тата аслисене хисеплеме, чăтăмлăха, ыррине усалтан уйăрма вĕрентрĕр. Эпир сирĕн тимлĕхĕре лекнишĕн чăннипе те хамăра телейлĕ тесе шутлатпăр. Тайма пуç сире ача чух пире вĕрентнĕшĕн, пĕлÿпе хăнăхусем панăшăн.
Альбина Варламовна, сире пурнăçра чи çутă та таса самантсем, ырăлăх та телей, çирĕп сывлăх, вăрăм ĕмĕр, иксĕлми вăй-хăват, хавхалануллă кăмăл-туйăм сунатпăр.
Хисеплесе те юратса – 1983 çулта «А» класран вĕренсе тухнисем.

Автор:Инга Алексеева
Читайте нас: