Урал сасси
+6 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
САЛАМЛАНИСЕМ
16 Апрелӗн , 10:35

Михаил Андреевич АЛЕКСЕЕВ

Авăркас районĕнчи Шланлă ялĕнче пурăнакан хаклă та юратнă мăшăра, аттене, ырă кăмăллă асаттене, кукаçие, хисеплĕ тăвана Михаил Андреевич АЛЕКСЕЕВА 75 çулхи юбилей ячĕпе!

Михаил Андреевич АЛЕКСЕЕВ
Михаил Андреевич АЛЕКСЕЕВ

Çывăх çыннăмăра сумлă юбилейпе чун-чĕререн тухакан чи ăшă сăмахсемпе саламлатпăр. Ĕмĕрÿ инçе çул евĕр вăрăм, сывлăху чăваш юманĕ пек çирĕп пултăр. Яланах хаваслă та чунупа çамрăк пул. Аннепе пĕрле тăван кил ăшшине упраса нумай-нумай çул пĕрле пурăнмалла пултăр.
Чи илемлĕ сăмахсем калатпăр,
Чĕререн сана сума суса.
Ырлăх-сывлăх, ăнăçу сунатпăр,
Пурăнса çитсем эс çĕр çула.
Ăшă салампа – мăшăрĕ, ачисемпе мăнукĕсем тата тăванĕсем.

Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас: