Урал сасси
+10 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
САЛАМЛАНИСЕМ
30 Апрелӗн , 09:30

Галина Степановна ДАНИЛОВА

Пишпÿлек районĕнчи Пăслăк ялĕнче пурăнакан хĕрÿ чĕреллĕ чăваш хастарне, хăй вăхăтĕнче «Урал сасси» хаçатăн корреспонденчĕ пулса тăрăшнă Галина Степановна ДАНИЛОВАНА сумлă юбилей ячĕпе!

Галина Степановна ДАНИЛОВА
Галина Степановна ДАНИЛОВА

Галина Степановна, сире илемлĕ юбилейпе ăшшăн саламласа чăваш сурпанĕ пек вăрăм ĕмĕр, кĕреш юман пек çирĕп сывлăх, тăнăçлăх, вăй-хал, телей, ăнăçу сунатпăр. Палăртса хунă ĕмĕтÿсем пурнăçланччăр. Яланах ырă та уçă кăмăллă пул. Чăвашлăхшăн тăвакан пархатарлă ĕçÿсем хавхалануллă кăмăл-туйăм парнелеччĕр, вĕсене тивĕçлипе хаклаччăр.
Вăрăм пултăр санăн ĕмĕрÿ,
Таптăр вăй-халу ялан хĕрÿ.
Хурçă евĕр пултăр сывлăху,
Телейпе çуталтăр кун-çулу.
Ырă сунса та хисеплесе – «Урал сасси» хаçат ĕçченĕсем.

Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас: