+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Хаклă çыннăмăр, вăрăм ĕмĕр сукмакĕпе пĕр чирлемесĕр, кулянмасăр утма хурçă пек çирĕп сывлăх, пархатарлă кун-çул, иксĕлми телей, çăлкуç пек тапса тăракан вăй-хăват, канăçлăх сунатпăр. Санăн тараватлăху нихăçан та ан иксĕлтĕр, кăмăл ăшши хутшăнсах пытăр. Çывăх çынсен юратăвĕпе тимлĕхĕ куллен ырлăх та савăнăç кÿрсе тăччăр. Эпир сана питĕ-питĕ юрататпăр, хисеплетпĕр.
Яланах пире вăй-хал кÿретĕн,
Кăмăлу сан сар хĕвел пекех.
Хаклă çыннăмăр, эс, пурăн ĕмĕр.
Çут тĕнче санпа илемлĕрех.
Ăшă салампа – ачисем, кинĕсемпе кĕрĕвĕсем, мăнукĕсемпе кĕçĕн мăнукĕсем, тăванĕсем.