Урал сасси
+10 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
САЛАМЛАНИСЕМ
2 Майӑн , 10:15

Валентина Александровна ИВАНОВА

Пишпÿлек районĕнчи Каменка ялĕнче çуралса ÿснĕ пултаруллă чăваш хĕрарăмне, халăх академикне, хăй вăхăтĕнче «Шурă хурăн» ансамбль ертÿçи пулса тăрăшнă Валентина Александровна ИВАНОВАНА 75 çулхи юбилей ячĕпе!

Валентина Александровна ИВАНОВА
Валентина Александровна ИВАНОВА

Валентина Александровна Иванова 1949 çулхи май уйăхĕн 2-мĕшĕнче çуралнă. Çĕнĕ Михайловка ялĕнчи вăтам шкултан вĕренсе тухнă хыççăн Акçунти ял хуçалăх техникумĕн агрономи уйрăмĕнче вĕреннĕ. Унтан куçăн мар мелпе Курган облаçĕнчи Шадринск хулинчи патшалăх педагогика институтĕнче пĕлÿ илнĕ. Районти халăх вĕрентĕвĕн уйрăмĕнче (РОНО) методист, Пишпÿлек ял Канашĕн ĕçтăвком секретарĕ, район администрацин ĕçсен управляющийĕ пулса тăрăшнă. Кĕнеке вулама юратакансен тата хĕрарăмсен канашĕн председателĕн ĕçĕсене илсе пынă. 1996 çултан «Шурă хурăн» ансамбль ертÿçи пулнă. Вăл «Пушкăртстан Республикин тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ» ята тивĕçнĕ, ăна «Ĕç ветеранĕ» медальпе, «Социализмла ăмăртăвăн çĕнтерÿçи» тата «РСФСР кĕнеке вулама юратакансен пĕрлĕхĕн хастарĕ» паллăсемпе наградăланă.
Юбилей телей çеç илсе килтĕр,
Хуйхă-суйхă ирттĕр айккинчен.
Ырлăх-сывлăх Турă парнелетĕр,
Эпир хисеплетпĕр чĕререн.
Ырă сунса – Чăваш наци ăслăлăхпа ÿнер академийĕн Уралçум филиалĕ, Пушкăртстанри чăвашсен Канашĕ.

Автор:Инга Алексеева
Читайте нас: