Урал сасси
-4 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
САЛАМЛАНИСЕМ
20 Майӑн , 14:25

Галина Платоновна АЛМАЗОВА

Пишпÿлек районĕнчи Степановка ялĕнче çуралса ÿснĕ, халĕ Пелепей хулинче пурăнакан юратнă та хаклă аннене, тимлĕ те ырă кăмăллă асаннене, кукамая Галина Платоновна АЛМАЗОВАНА 65 çулхи юбилей ячĕпе!

Галина Платоновна АЛМАЗОВА
Галина Платоновна АЛМАЗОВА

Чаплă юбилей ячĕпе чун-чĕререн тухакан чи ырă та ăшă сăмахсемпе саламлатпăр. Уйăх пек çутă кун-çул, çурхи хĕвел пек ырă кăмăл, инçет çул евĕр вăрăм ĕмĕр, чăваш юманĕ пек çирĕп сывлăх, куç тулли телей, тус-тăвансемпе шăкăлтатса пурăнма çутă ăраскал сунатпăр. Ĕçре тата та ытларах çитĕнÿ тума вăй-хал хушăнса пытăр.
Яланах пире вăй-хал кÿретĕн,
Кăмăлу сан сар хĕвел пекех.
Хаклă çыннăмăр, эс пурăн ĕмĕр,
Çут тĕнче санпа илемлĕрех.
Чун-чĕререн саламласа – ачисем тата мăнукĕсем.

Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: