+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Хаклă çыннăмăр, сана тĕнчери мĕнпур ыррине, лайăххине – тулăх пурнăç, тулли те иксĕлми телей, ăнăçу – сунатпăр. Яланах хаваслă та ырă, чунупа çамрăк пул, чир-чĕр мĕнне пĕлмесĕр пирĕн тăван кил ăшшине упраса нумай çул пурăн. Ачусен тата мăнукусен пархатарне ĕмĕр-ĕмĕр курмалла пултăр.
Тавах сана, ыр çыннăмăр, пурришĕн,
Кил чысĕпе çемье ăшши пулнишĕн.
Татах та нумай çул эс пурăнсам,
Пире пит лайăх эс çумра пулсан.
Ăшă салампа – мăшăрĕ, Егоровсемпе Алмазовсен çемйисем тата Ирина хĕрĕ.