Урал сасси
+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
САЛАМЛАНИСЕМ
3 Июнӗн , 10:05

Антонина Михайловна ГЕРАСИМОВА

Давлекан районĕнчи Чуюнчă-Николаевка ялĕнче пурăнакан юратнă мăшăра, канăçсăр чĕреллĕ аннене, тимлĕ те ырă кăмăллă кукамая Антонина Михайловна ГЕРАСИМОВАНА 90 çулхи юбилей ячĕпе!

Антонина Михайловна ГЕРАСИМОВА
Антонина Михайловна ГЕРАСИМОВА

Çывăх çыннăмăр, юратнă аннемĕр, эсĕ пирĕншĕн пĕлÿ çăлкуçĕпе ĕçченлĕх, ыр кăмăллăхпа чăтăмлăх тĕслĕхĕ шутланатăн. Эсĕ пирĕн чĕресене хăвăн юратăвупа ăшăтатăн, шанчăкпа çирĕплĕх парнелетĕн, вырăнлă та тĕрĕс канашсем паратăн. Сана малалла та çирĕп ăс-тăнпа пурăнма сывлăх сунатпăр. Палăртнă ĕçсене пурнăçа кĕртме вăй-хал çиттĕр. Кашни куна йăл-кулăпа, хавхаланупа, тав туса кĕтсе ил.
Мĕн сунар сана паян?
Мĕн кирли йăлт пултăр сан:
Иксĕлми вăй-хал, хастарлăх
Çирĕп сывлăх, вашаватлăх,
Çемьере ялан татулăх,
Пурнăçу сан пултăр тулăх,
Пурăн ĕмĕр савăнса,
Пурнăç илемне туйса!
Ăшă салампа – мăшăрĕпе ачисем, мăнукĕсемпе кĕçĕн мăнукĕсем.

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: