Ырă кăмăллă та чăваш чунлă Вениамин Сергеевича юбилей ячĕпе чун-чĕререн ăшшăн саламлатпăр. Пурнăçăн анлă çулĕпе малашне те мал ĕмĕтлĕн те сулмаклăн, пысăк хавхаланупа утма çирĕп сывлăх, вăрăм та телейлĕ кун-çул, иксĕлми вăй-хал, çемьере килĕшÿпе юрату сунатпăр. Умри çулу яланах такăр, çутă пултăр. Мĕн шутланисем пурнăçланччăр, ĕçĕрсем ăнса пыччăр. Сирте ĕçченлĕх, кăмăл пуянлăхĕ, çын хушшинчи хисепĕр ан иксĕлтĕр, çывăх çынсен юратăвĕ хавхалану кÿтĕр. Çумăрта яланах шанчăклă туссем пулччăр, ача-мăнуксемпе савăнса, ыр курса пурăнмалла пултăр. Пирĕнпе юнашар çакăн пек маттур та пултаруллă çын пулнишĕн эпир телейлĕ.
Çулсем иртни ан кÿтĕр тунсăх,
Вăй-халу пултăр иксĕлми.
Сана савса сунатпăр çирĕп сывлăх.
Утсам эс пурнăç çулĕпе пĕр такăнми.
Ырă сунса та хисеплесе – Пишпÿлек районĕнчи Çирĕклĕ ялĕнче пурăнакан Петровсен çемйи.