Урал сасси
+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
САЛАМЛАНИСЕМ
14 Июнӗн , 10:05

Антонида Ивановна АНДРЕЕВА

Авăркас районĕнчи Эмçе ялĕнче пурăнакан хаклă та юратнă аннене, кукамая, аппана, мăнаккана Антонида Ивановна АНДРЕЕВАНА 75 çулхи юбилей ячĕпе!

Антонида Ивановна АНДРЕЕВА
Антонида Ивановна АНДРЕЕВА

Пирĕн хаклă çыннăмăр, сана пурнăçра савăнăçлă та телейлĕ самантсем сунатпăр. Яланах ырă кăмăллă та вашават пулнишĕн, ăшă сăмахсемпе ачаш юратушăн тав тăватпăр.Чунупа та, чĕрÿпе те нихăçан та ан ватăл, вăрăм ĕмĕрлĕ пул. Çулсене ан парăн, пит çинчи пĕркеленчĕксем кулнăран çеç пулччăр. Пирĕншĕн çакă çутă тĕнчере эсĕ хÿхĕм те çамрăк, хитре пулни чи пĕлтерĕшли. Эпир сана пурте юрататпăр, хаклатпăр.
Яланах пире вăй-хал кÿретĕн,
Кăмăлу сан сар хĕвел пекех.
Хаклă çыннăмăр, эс пурăн ĕмĕр,
Çут тĕнче санпа илемлĕрех.
Чун-чĕререн саламласа – хĕрĕсемпе кĕрÿшĕ, мăнукĕсемпе кĕçĕн мăнукĕсем, йăмăкĕпе кĕрÿшĕ тата вĕсен ачисемпе мăнукĕсем.

Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: