Урал сасси
+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
САЛАМЛАНИСЕМ
19 Июнӗн , 10:24

Сергей Квинтильянович МИХАЙЛОВ

«Пишпÿлек районĕнчи чăвашсен Канашĕн ертÿçине, «Урал сасси» хаçатăн шанчăклă та хастар тусне, чăваш чунлă Сергей Квинтильянович МИХАЙЛОВА 65 çулхи юбилей ячĕпе!

Сергей Квинтильянович МИХАЙЛОВ
Сергей Квинтильянович МИХАЙЛОВ

Сергей Квинтильянович – хĕрÿ чĕреллĕ чăваш хастарĕ, хамăр халăх историпе культурине, йăли-йĕркине упраса хăварас тата аталантарас тĕллевпе районти, республикăри пĕр шухăшлă чăвашсемпе, çамрăксемпе пысăк ĕç тăвать. Вăл – çулсерен иртекен «Шур çăл» ачасемпе çамрăксен фестивалĕн пуçаруçи, йĕркелÿçи, спонсорĕ. Çавăн пекех республикăри нумай мероприятие йĕркелеме те укçа-тенкĕ уйăрать, кашни çырăнтару кампанийĕ вăхăтĕнче «Урал сассси» хаçата çырăнтарас ĕçре пысăк пулăшу парать.
Хисеплĕ Сергей Михайлович, сире çавра юбилейпе чун-чĕререн саламлатпăр, пурнăç çулĕпе малашне те хавхалануллăн утма çирĕп сывлăх, çăлкуç пек тапса тăракан вăй-хал сунатпăр. Хастарлăху нихăçан та ан иксĕлтĕр, ĕмĕр сукмакĕ такăр та вăрăм пултăр. Малалла та пурнăçăрта шанчăклă туссемпе ырă çынсем çеç пулччăр. Чăвашсемшĕн тăвакан пархатарлă ĕçĕрсем малашне те çÿллĕ шайра пурнăçланччăр, вĕсене тивĕçлипе хаклаччăр.
«Урал сасси» хаçат редакцийĕн ĕçченĕсем.

Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас: