+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Сергей Квинтильянович – пултаруллă чăваш хастарĕ. Вăл чăвашлăха упраса хăварас, чĕлхене сыхласа малалла аталантарас тесе питĕ нумай ĕçлет. Çакăншăн пысăк хисепе чăннипех тивĕç.
Сергей Квинтильянович, сире юбилей ячĕпе чун-чĕререн ăшшăн саламлатпăр. Çирĕп сывлăх, вăрăм кун-çул, хавхалануллă кăмăл-туйăм, иксĕлми хастарлăхпа çăлкуç пек тапса тăракан вăй-хăват сунатпăр. Çут тĕнче илемĕпе киленсе пĕр чирлемесĕр, кулянмасăр пурăнмалла пултăр.
Çуралнă кун ыррине парнелетĕр,
Пулччăр сывă юратнă çынсем!
Ăнăçу пур ĕçе те пиллетĕр,
Пурнăçланччăр часрах ĕмĕтсем!
Ырă сунса та хисеплесе – Пушкăртстанри чăвашсен Канашĕ.