Урал сасси
+10 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
САЛАМЛАНИСЕМ
2 Июлӗн , 11:05

Раççей шайĕнчи ăмăртура мала тухнă

Елена Николаева вĕрентекен ертсе пыракан Федоровка районĕнчи Урал ялĕнчи «Светлячок» вăтам шкул театрĕ Пĕтĕм Раççейри «Пĕрремĕшсен юхăмĕ» («Движение первых») йĕркеленĕ «Шкул классики» Пĕтĕм Раççейри проектра мала тухнă.

Раççей шайĕнчи ăмăртура  мала тухнă
Раççей шайĕнчи ăмăртура мала тухнă

Тупăшу питĕ хĕрÿ иртнĕ. Проекта пĕтĕм çĕршывран 1300 коллектив хутшăннă. Иккĕмĕш тура – 634 ушкăн, финала – 222 команда, виççĕмĕш тапхăра 97 ушкăн тухнă.
Конкурса июнь уйăхĕн 18-мĕшĕнче пĕтĕмлетнĕ. Унта Урал шкулĕнчи «Светлячок» çĕнтерни паллă пулнă. Шкул театрне тĕрлĕ ÿсĕмри ачасем çÿреççĕ. Финалта профессиллĕ жюри членĕсем блокадăри Ленинград ачисем пирки лартнă спектакле хак панă.
– Хамăрăн çамрăк актерсен пултарулăхĕпе тата çăмăл мар ĕçĕпе, тăрăшулăхĕпе савăнатпăр. Çак çитĕнÿ пире çунат хушать, малалла ĕçлеме хавхалантарать, – тет пултарулăх ушкăнĕн ертÿçи Елена Николаева.
Надежда АЛЕКСЕЕВА.
Федоровка районĕ, Урал ялĕ.

Раççей шайĕнчи ăмăртура  мала тухнă
Раççей шайĕнчи ăмăртура  мала тухнă
Раççей шайĕнчи ăмăртура  мала тухнă
Раççей шайĕнчи ăмăртура  мала тухнă
Раççей шайĕнчи ăмăртура  мала тухнă
Раççей шайĕнчи ăмăртура  мала тухнă
Раççей шайĕнчи ăмăртура мала тухнă
Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас: