Урал сасси
+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
САЛАМЛАНИСЕМ
3 Июлӗн , 09:25

Лидия Васильевна АЛЕКСАНДРОВА

Пелепей районĕнчи Слакпуç ялĕнче пурăнакан хаклă та юратнă аннене, сăваплă та хисеплĕ кукамая, тимлĕ те вашават асаннене Лидия Васильевна АЛЕКСАНДРОВАНА çуралнă кун ячĕпе!

Лидия Васильевна АЛЕКСАНДРОВА
Лидия Васильевна АЛЕКСАНДРОВА

Пире кун-ҫул парнелесе телейлӗ ҫитӗнтернӗшĕн, халӑха юрӑхлӑ пулмашкӑн пилленӗшĕн, пурнӑҫра хамӑр вырӑна тупма пулӑшнӑшăн сана, анне, тав тăватпăр. Çуралнă кун ячӗпе ӑшшӑн саламланă май ҫирӗп сывлӑх, иксĕлми вӑй-хал, вӑрӑм ӗмĕр, канлĕ ватлăх сунатпӑр. Яланах уçă кăмăллă та ырă чĕреллĕ пул. Эпир санпа мăнаçланатпăр.
Пирĕн хаклă çыннăмăр, аннемĕр,
Сар хĕвел пек ăшă кăмăлу.
Эс пуртан телейлĕ, савăк эпир –
Ăшăтать чуна сан йăл куллу.
Пурăнма нумай-нумай сунатпăр,
Çирĕп сывлăх пултăр яланах.
Чĕререн сана халь саламлатпăр,
Тав тăватпăр пĕтĕм чунтанах.
Ăшă салампа – Надя хĕрĕпе Виталий кĕрĕвĕ, Сергей ывăлĕ, Вера хĕрĕпе Ильнур кĕрĕвĕ, Георгий, Данил, Кирилл, Юлия, Никита, Анжелика, Ангелина тата Ильнар мăнукĕсем.

Автор:Татьяна Иванова
Читайте нас: