Урал сасси
-4 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
САЛАМЛАНИСЕМ
5 Июлӗн , 09:30

Александра Варфоломеевна ФЕДОРОВА

Пелепей районĕнчи Максим Горький ялĕнче пурăнакан хаклă та юратнă аннене, тимлĕ те ачаш асаннене, хисеплĕ те ырă кăмăллă кукамая Александра Варфоломеевна ФЕДОРОВАНА 85 çулхи юбилей ячĕпе!

Александра Варфоломеевна ФЕДОРОВА
Александра Варфоломеевна ФЕДОРОВА

Хаклă та юратнă аннеçĕм, сана пĕтĕм чун-чĕререн 85 çулхи юбилей ячĕпе саламлатпăр. Сывлӑху чӑваш юманӗ пек ҫирӗп, ӗмӗрӳ аслӑ Атӑл пек анлӑ, утас ҫулу такӑр, вӗҫес пӗлӗтӳ уяр пултӑр. Мӑнукусем куҫ тулли телей парнелеччӗр, сӑн-питӳ ялан савӑнӑҫпа ялкӑштӑр, ҫӗр ҫинчи мӗн пур таси, ырри, телей кӳрекенни санпа пӗр ҫулпа уттӑр.
Ан чирле, ан ватӑл нихӑҫан,
Пул хаваслӑ, кӑмӑллӑ ялан.
Ӑшшуна паратӑн-ҫке чунтан,
Эсӗ хаклӑ пире ылтӑнран.
Ăшă салампа – хĕрĕсем, кĕрÿшĕ, мăнукĕсем тата кĕçĕн мăнукĕсем.

Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас: