Пур хыпар та
САЛАМЛАНИСЕМ
16 Июлӗн , 12:00

Иван Васильевичпа Людмила Исааковна ЕФИМОВСЕМ

Авăркас районĕнчи Меселпуç ялĕнче пурăнакан Иван Васильевичпа Людмила Исааковна ЕФИМОВСЕНЕ ылтăн туй ячĕпе!

Иван Васильевичпа Людмила Исааковна ЕФИМОВСЕМ
Иван Васильевичпа Людмила Исааковна ЕФИМОВСЕМ

Çак паллă кун ячĕпе чун-чĕререн ăшшăн саламласа малашнехи пурнăçра ăнăçу, вăй-хал, çемьере татулăх тата телей сунатпăр. Турă панă кашни куна савăнса ирттермелле пултăр. Пĕр алăра – ырлăх, тепринче – пурлăх, вĕсене тытса пыма çирĕп сывлăх сунатпăр. Ан чирлĕр, ан ватăлăр, пурнăçри йывăрлăхсене ан парăнăр. Ĕмĕтленнĕ ĕмĕтĕрсем пурнăçланса пыччăр.
Ырă пурнăç çăлтăрĕ йăлтăр-йăлтăр çиçтĕр умăрта.
Умри çулăра ырă тĕллев çутаттăр,
Ачăрсенчен те курăр пархатар.
Хальхи пекех ан усăнтăр çунатăр.
Ан ватăлăр эсир, ан чирлĕр нихăçан,
Куллен хавас утса çÿрĕр,
Ялан пулăр пирĕнпе пĕрле
Йышра, тулли кĕрекере.
Ăшă салампа – Çтерлĕ хулинчи чăваш наципе культура автономийĕ, чăваш культура пĕрлĕхĕ.

Автор:Инга Алексеева
Читайте нас: