Урал сасси
+6 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
САЛАМЛАНИСЕМ
8 Августӑн , 11:01

Галина Егоровна ПАВЛОВА

Мияки районĕнчи Кекен ялĕнче çуралса ÿснĕ, халĕ Çĕнĕ Хурамал ялĕнче пурăнакан хаклă та юратнă мăшăра, аннене, ырă кăмăллă та вашават кине тата асаннене Галина Егоровна ПАВЛОВАНА 50 çулхи юбилей ячĕпе!

Галина Егоровна ПАВЛОВА
Галина Егоровна ПАВЛОВА

Хаклă çыннăмăр, эпир сана çак чаплă та илемлĕ юбилей ячĕпе саламланă май уйăх пек çутă кун-çул, çурхи хĕвел пек ырă кăмăл, инçет çул евĕр вăрăм ĕмĕр, чăваш юманĕ пек çирĕп сывлăх, куç тулли телей, тус-тăвансемпе шăкăлтатса пурăнма çутă ăраскал сунатпăр. Хастарлăху нихăçан та ан иксĕлтĕр, ĕмĕр сукмакĕ такăр та вăрăм пултăр.
Тавах сана, аннемĕр, эс пурришĕн,
Кил чысĕпе çемье ăшши пулнишĕн.
Савса юрлатăр шăпчăк юрă,
Хĕвел лăпкатăр шевлипе.
Илемлĕ пултăр пурнăç çулĕ,
Ан туй çулсем пит иртнине.
Ăшă та хĕрÿллĕ салампа – мăшăрĕ, ывăлĕсемпе кинĕ, хĕрĕ, хунямăшĕ тата Артем мăнукĕ.

Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: