Урал сасси
+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
САЛАМЛАНИСЕМ
1 Сентябрӗн , 10:05

Георгий Захарович ОРЛОВ

Авăркас районĕнчи Дубровка ялӗнче ҫуралса ÿснӗ шур сухаллӑ аксакала, ПР тава тивӗҫлĕ строительне, Авӑркас районӗн Хисеплӗ гражданинне, Ҫтерлӗ хулинчи ЧНКАн ваттисен канашĕн ертÿçине, ПР чӑваш наципе культура автономийӗн попечительсен канашӗн председательне Георгий Захарович ОРЛОВА 80 çулхи юбилей ячĕпе!

Георгий Захарович ОРЛОВ
Георгий Захарович ОРЛОВ

Пурнӑç çулӗпе тата нумай-нумай çул утма хурçӑ пек çирӗп сывлӑх, иксӗлми вӑй-хал, тулли телей, канлӗ ватлӑх, тӗнчери мӗнпур ырлӑха сунатпӑр. Турӑ панӑ кашни куншӑн хӗпӗртӗр. Ачăрсемпе, мӑнукăрсемпе, кӗçӗн мӑнукăрсемпе савӑнса, ырӑ курса тата нумай çул пурӑнмалла пултӑр. Сирĕн куçăрсем телейпе çуталччӑр, ӗмӗтĕрсем çитсех пыччӑр, çумра яланах çывӑх çыннăрсем пулччӑр.
Чӑвашлӑха аталантарас ӗҫре малашне те пирӗнпе пӗрле пуласса шанатпӑр. Сирӗн вырӑнлӑ та усӑллӑ сӗнӗвӗрсем ырӑ пуҫарусене пурнӑҫа кӗртнӗ чухне ҫамрӑк ӑрушӑн пехил вырӑнне пулччăр. Сирӗн канашăрсене ӑша илсе малалла тӑрӑшуллӑн утӑпӑр. Тавах сире, Георгий Захарович.
Ӑшӑ салампа – Ҫтерлӗ хулинчи чӑвашсен наципе культура автономийӗн хастарӗсем.

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: