Урал сасси
+6 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
САЛАМЛАНИСЕМ
1 Сентябрӗн , 12:15

Георгий Захарович ОРЛОВ

Çулĕсемпе кăна мар, ĕçĕсемпе чыс-хисепе тивĕç çыннăмăра, «Урал сасси» хаçатăн çывăх тусне, Пушкăртстанри чăваш тĕнчине хăйĕн шухăшĕсемпе, пуçарăвĕсемпе малалла аталантарма вăй-халне шеллемен ентеше Георгий Захарович ОРЛОВА 80 çулхи юбилей ячĕпе!

Георгий Захарович ОРЛОВ
Георгий Захарович ОРЛОВ

Хисеплĕ Георгий Захарович, сире çак çавра çулпа саламласа пурнăçăн анлă та вăрăм çулĕпе малашне те вашаватлăн утма чăваш юманĕ пек çирĕп сывлăх, çутă та пархатарлă ăраскал, тулăх пурнăç сунатпăр. Турă панă кашни кунпа савăнса та киленсе пурăнмалла пултăр.
Вуншар çула тăсăлнă ĕçлĕ те туслă çыхăну малашне те аталанса пытăр. Çулсем хутшăннине пăхмасăр тăван халăхшăн пĕрле тăрăшар, яланах малалла ăнтăлар.
Ырă сунса – «Урал сасси» хаçатăн ĕçченĕсем.

Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: