Хаклă çыннăмăрсене чаплă та илемлĕ юбилейĕсем ячĕпе чун-чĕререн ăшшăн саламлатпăр. Пурнăçăн анлă çулĕпе малашне те мал ĕмĕтлĕн те сулмаклăн, пысăк хавхаланупа утма çирĕп сывлăх, вăрăм та телейлĕ кун-çул, иксĕлми вăй-хал, çемьере килĕшÿпе юрату сунатпăр. Умри çулăр яланах такăр, çутă пултăр. Мĕн шутланисем пурнăçланччăр, ĕçĕрсем ăнса пыччăр. Сирте ĕçченлĕх, кăмăл пуянлăхĕ, çын хушшинчи хисепĕр ан иксĕлтĕр, çывăх çынсен юратăвĕ хавхалану кÿтĕр. Çумăрта яланах шанчăклă туссем пулччăр, ача-мăнуксемпе савăнса, ыр курса пурăнмалла пултăр, Пирĕнпе юнашар çакăн пек маттур та пултаруллă çынсем пуррипе эпир телейлĕ.
Çулсем иртни ан кÿтĕр тунсăх,
Вăй-халăр пултăр иксĕлми,
Сире савса сунатпăр çирĕп сывлăх,
Утсамăр пурнăç çулĕпе пĕр такăнми.
Ырă сунса та хисеплесе – ывăлĕ, хĕрĕпе кĕрÿшĕ, София мăнукĕ тата хăтипе тăхлачи Яковлевсем.