Хаклă çыннăмăра юбилей ячĕпе хĕрÿллĕн саламлатпăр. Вăрăм ĕмĕр сукмакĕпе пĕр чирлемесĕр, кулянмасăр утма çирĕп сывлăх, пархатарлă кун-çул, иксĕлми телей, çăлкуç пек тапса тăракан вăй-хăват сунатпăр. Санăн тараватлăху нихăçан та ан иксĕлтĕр, кăмăл ăшши хутшăнсах пытăр. Çывăх çынсен юратăвĕпе тимлĕхĕ куллен ырлăх та савăнăç кÿтĕр. Чунупа ялан çамрăк пул, чир-чĕр мĕнне пĕлмесĕр нумай çул пурăн.
Тав тăватпăр сана чĕререн,
Тайма пуç сана пиртен.
Ăшшуна паратăн-çке чунтан,
Эсĕ хаклă пире ылтăнран.
Ан чирле, ан ватăл нихăçан,
Пул хаваслă, кăмăллă ялан.
Эс пурри пире савăнтарать,
Пурăнма вăй-хал парса тăрать.
Ăшă салампа – мăшăрĕ, ывăлĕпе кинĕ, юратнă мăнукĕсем.