Урал сасси
+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
САЛАМЛАНИСЕМ
20 Октябрӗн , 09:30

Полина Георгиевна ПЕТРОВА

Пишпÿлек районĕнчи Вишневка ялĕнче çуралса ÿснĕ, халĕ Пелепей районĕнчи Илкел ялĕнче пурăнакан хаклă мăшăра, юратнă аннене, хисеплĕ кукамая тата мăн кукамая Полина Георгиевна ПЕТРОВАНА 70 çулхи юбилей ячĕпе!

Полина Георгиевна ПЕТРОВА
Полина Георгиевна ПЕТРОВА

Çулсем хушăннă май пурнăçра чи çывăх та хаклă çын – анне сывă та сывлăхлă, телейлĕ пулни чи пĕлтерĕшлине ăнланатăн. Чунăм, аннеçĕм, çуралнă кунăнта Турă сана парне туса вăрăм ĕмĕр, савăнăçпа тăнăçлăх парнелетĕр. Килте яланах телейпе канлĕх хуçалантăр. Турă панă кашни куна, пулăма хапăл туса йышăнма, савăнма пĕл.
Пурăн ĕмĕр савăнса,
Пурнăç илемне туйса!
Эс пире савса ÿстернĕ,
Пурнăçра телей пилленĕ,
Ăс парса ырра вĕрентнĕ,
Çунатсем парса вĕçтернĕ!
Юратса тата хисеплесе – Михаил мăшăрĕ, Маринăпа Татьяна хĕрĕсем тата вĕсен çемйисем.

Автор:Инга Алексеева
Читайте нас: