Урал сасси
-12 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
САЛАМЛАНИСЕМ
19 Декабрӗн , 11:00

Алексей Николаевичпа Альбина Варламовна ПЕТРОВСЕМ

Авăркас районĕнчи Шланлă ялĕнче пурăнакан юратнă та хаклă аттепе аннене, хисеплĕ те ырă кăмăллă асаттепе асаннене, кукаçипе кукамая Алексей Николаевичпа Альбина Варламовна ПЕТРОВСЕНЕ ылтăн туй ячĕпе!

Алексей Николаевичпа Альбина Варламовна ПЕТРОВСЕМ
Алексей Николаевичпа Альбина Варламовна ПЕТРОВСЕМ

Хаклă çыннăмăрсем, сире паллă кун ячĕпе чун-чĕререн саламлатпăр. Пире чун парса тĕрĕс-тĕкел пăхса ÿстернĕшĕн, пурнăç çулĕ çине кăларнăшăн çĕре çити пуç таятпăр. Сывлăхăр юман пек çирĕп, утас çулăр вăрăм пултăр, чĕрĕрсем çурхи кун пек юрлаччăр, куçăрсем телейпе çиçчĕр.
Сирĕн пурнăç – пирĕншĕн ырă тĕслĕх,
Юрататпăр, хисеплетпĕр чĕререн сире.
Кил тĕрекĕ – атте, чун тĕрекĕ – анне,
Йышăнсамăр тăван ачăрсен саламне.
Сиртен хаклă çынсем урăх çук тĕнчере,
Сирĕн çутă сăнарăр ялан чĕрере.
Ăшă салампа – хĕрĕсемпе кĕрÿшĕсем, ывăлĕпе кинĕ тата мăнукĕсем.

Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: