Анатолий Гурьевич 1955 çулхи январь уйăхĕн 1-мĕшĕнче Шаран районĕнчи Хурамал (Новоюмашево) ялĕнче çуралнă. Вырăнти пуçламăш, Мичурин ялĕнчи вăтам шкулсенчен вĕренсе тухнă хыççăн Пушкăрт ял хуçалăх институчĕн ветеринари факультетĕнче ăс пухнă.Хурамал ял хуçалăх, Туймазă районĕнчи Нуриманов ячĕллĕ комплекссенче тĕп выльăх тухтăрĕ, Зигиятский аш-какай комбинатĕнче, Туймазăри районсем хушшинчи ăратлă выльăх-чĕрлĕх ĕрчетекен предприятире тăрăшнă.
Таврапĕлÿ ĕçĕпе шкул çулĕсенченех кăсăкланнă. 2006 çулта тăван ялĕн 110 çулхи юбилейĕ тĕлне «Наша малая родина», каярах «Сказания старины глубокой» (2010 çул), «Сказание о Торгале» (2011 çул) кĕнекесем пичетлесе кăларнă. «Пăлхар хĕрĕсем», «Çеçпĕл» хăйпултарулăх ушкăнĕсем йĕркеленĕ.
Анатолий Гурьевича икĕ хутчен Чăваш халăх академин Хисеп хучĕпе, «Чăваш халăх наука тата искусство академине XX çул» юбилейлă медальпе, иртнĕ çулхи декабрь уйăхĕн вĕçĕнче «Ырми-канми тĕпчевсемшĕн» Гурий Вандер ячĕллĕ медальпе наградăланă. Таврапĕлÿçĕ чăваш халăх культурине чĕлхине упраса хăварассишĕн нумай ĕç тăвать.
Хисеплĕ Анатолий Гурьевич, сире сумлă юбилейпе чун-чĕререн саламлатпăр, çирĕп сывлăх, вăрăм та телейлĕ кун-çул, тĕпчев ĕçĕнче çĕнĕ çитĕнÿсем тума сунатпăр. Çĕр çинчи мĕнпур таси, телей кÿрекенни сирĕнпе юнашар утчăр, хуйхă-суйхă сиртен аякран пăрăнса ирттĕр, ĕмĕтленни яланах пурнăçлантăр.
Ырă сунса та хисеплесе – Чăваш наци ăслăлăхпа ÿнер академийĕн Уралçум филиалĕ.