+19 °С
Пӗлӗтлӗ
Çывăх çыннăмăра сумлă юбилейпе чун-чĕререн тухакан чи ăшă сăмахсемпе саламлатпăр. Ĕмĕрÿ инçе çул евĕр вăрăм, сывлăху чăваш юманĕ пек çирĕп пултăр. Яланах хаваслă та чунупа çамрăк пул. Турӑ панӑ мӑшӑрупа пĕрле тăван кил ăшшине упраса нумай-нумай çул пĕрле пурăнмалла пултăр.
Чи илемлĕ сăмахсем калатпăр,
Чĕререн сана сума суса.
Ырлăх-сывлăх, ăнăçу сунатпăр,
Пурăнса çитсем эс çĕр çула.
Ăшă салампа – мăшăрĕ, ачисемпе мăнукĕсем тата тăванĕсем.