Пур хыпар та
САЛАМЛАНИСЕМ
2 Кӑрлач , 11:00

Анатолий Елизарович ВАСИЛЬЕВ

Пишпÿлек районĕнчи Хушăлка ялĕнче пурăнакан юратнă та хаклă аттене, ырă кăмăллă кукаçине Анатолий Елизарович ВАСИЛЬЕВА 75 çулхи юбилей ячĕпе!

Анатолий Елизарович ВАСИЛЬЕВ
Анатолий Елизарович ВАСИЛЬЕВ

Хаклă çыннăмăр, çавра çулпа ăшшăн саламласа пурнăç çулĕпе нумай-нумай çул утма хурçă пек çирĕп сывлăх, иксĕлми вăй-хал, тулли телей, тĕнчере мĕнпур ыррине сунатпăр. Куçусем телейпе çуталччăр, ĕмĕтленнисем çитсе пыччăр. Пире чун парса тĕрĕс-тĕкел пăхса ÿстернĕшĕн, ăс панăшăн çĕре çити пуç таятпăр.
Сан сывлăху тĕреклĕ пултăр,
Çăлкуç пек тăтăр вăл тапса.
Телей хĕвелĕ саншăн çунтăр,
Çапла калатпăр ыр сунса.
Хĕрÿ салампа – Лариса хĕрĕпе Женя кĕрÿшĕ, Степанпа Саша мăнукĕсем.

Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: