-11 °С
Пӗлӗтлӗ
Сывлăху юман пек çирӗп, кун-çулу уй-хир пек аслă, вăрман пек пуян, ӗмӗрӳ вăрăм, çутă та такăр пултăр. Эпир сана питӗ юрататпăр, пире савăнтарса тата нумай-нумай çул пурăнма сунатпăр. Пире чун парса тӗрӗс-тӗкел пăхса ӳстернӗшӗн, ăс панăшăн çӗре çити пуç таятпăр.
Аннеçĕм, ытарайми хĕвелĕм,
Кун-çул пилленĕ эс пире.
Санпа чух çеç эпир телейлĕ,
Телейлĕ эс пулсан кăна.
Таçти инçе çĕре çитсен те
Туйса тăратпăр ăшшуна
Тавтапуçах сана калатпăр
Ăс панăшăн çуллен пире.
Ăшă салампа – ачисемпе мăнукĕсем.