Аппаçăм, сана уйăх пек çутă кун-çул, çурхи хӗвел пек ырă кăмăл, инçет çул евӗр вăрăм ӗмӗр, куç тулли телей сунатпăр. Санра ӗçченлӗхпе вашаватлăх, теветкеллӗх, чун илемӗпе кăмăл пуянлăхӗ, çын хушшинчи хисеп нихăçан та ан иксӗлччӗр. Ĕçÿсем ялан ăнса пыччăр, шухăшлани Турă пулăшнипе пурнăçлансах пытăр. Пӗр аллунта – ырлăх, тепринче – пурлăх, вӗсене тытса пурăнма çирӗп сывлăх пултăр. Тăванлăх ăшши санра упрантăр.
Ăшă чун, ырă кăмăл санра
Çăлкуç шывӗ пекех иксӗлмест.
Тӗнчере эс пурришӗн Турра
Тав тумашкăн сăмах та çитмест.
Ырă сунса та юратса – Игорь шăллĕпе Людмила кинĕ, вĕсен ачисем, Маргарита йăмăкĕпе Александр кĕрÿшĕ тата Лина йăмăкĕ.