Пур хыпар та
САЛАМЛАНИСЕМ
3 Кӑрлач , 13:00

Ираида Георгиевна СТЕПАНОВА

Пишпÿлек тăрăхĕнчи Хушăлка ялĕнче пурăнакан хисеплĕ вĕрентекенĕмĕре, юратнă класс ертÿçине Ираида Георгиевна СТЕПАНОВАНА сумлă юбилей ячĕпе!

Ираида Георгиевна СТЕПАНОВА
Ираида Георгиевна СТЕПАНОВА

Пирĕн юратнă вĕрентекенĕмĕр ачасене пĕлÿ парас ĕçре 32 çул хушши тăрăшнă, «РФ халăха пĕлÿ парас ĕç отличникĕ», «Аслă вĕрентекен» хисеплĕ ятсене тивĕçнĕ. Вăл пĕр хутчен çеç мар район тата ял Канашĕсен депутатне суйланнă, общество пурнăçне хастар хутшăннă. Кирек епле ĕçе, шанса панине тÿрĕ кăмăлтан пурнăçланă. Çак кунсенче пирĕн сумлă вĕрентекенĕмĕр 75 çулхи юбилейне паллă тăвать. Ираида Георгиевна, шкул çулĕсемпе парта хушшинче ларнисем, тĕлĕнмелле кăсăк урокăрсем, ăслă канашăрсем паян та асрах. Пирĕнпе чăтăмлă пулнăшăн, ыррипе усаллине уйăрса илме вĕрентнĕшĕн, пурнăçра тĕрĕс çул суйласа илме пулăшнăшăн чунтан тав тăватпăр. Юбилей ячĕпе саламласа çирӗп сывлăх, вăрăм кун-çул, тулли телей, ăнăçу сунатпăр. Яланах чунăрпа çамрăк пулăр. Мӗн шухăшланисем пурнăçланса пыччăр. Эпир сире юрататпăр, хисеплетпĕр, çĕре çити пуç таятпăр.
1992 çулта шкул пĕтернисен ятĕнчен – Надежда Родионовапа Ольга Яковлева.

Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас: