Пур хыпар та
САЛАМЛАНИСЕМ
6 Кӑрлач , 14:51

Геннадий Степановичпа Раиса Николаевна КИРИЛОВСЕМ

Пишпÿлек тӑрӑхӗнчи Хушӑлка ялӗнче пурӑнакан хаклă та юратнă аттепе аннене, ырă кăмăллă кукаçипе кукамая, асаттепе асаннене, сумлă тăвансене Геннадий Степановичпа Раиса Николаевна КИРИЛОВСЕНЕ пӗрле пурӑнма пуҫланӑранпа 60 ҫул ҫитнӗ ятпа чунтан саламлатпăр!

Геннадий Степановичпа Раиса Николаевна КИРИЛОВСЕМ
Геннадий Степановичпа Раиса Николаевна КИРИЛОВСЕМ

Пилӗк ача ҫитӗнтерсе, вӗрентсе, пурнӑҫ ҫулӗ ҫине кăларнăшăн чунтан тав тӑватпӑр! Ниме пӑхмасӑр халь те ҫав тери пултаруллӑ та маттур эсир пирӗн! Пуррипе савӑнма пӗлетӗр, ыттисене те хавхалантарма пултаратӑр. Эпир сирӗнпе мухтанатпӑр, тав тӑватпӑр! Малалла та туслӑ та ырӑ-сывӑ пурӑнмалла пултӑр. Эсир тунӑ пысӑк ҫуртӑн чӳречисем ан сӳнччӗр, ӑшши ан пӗттӗр.
Кил тӗрекӗ – атте, чун тӗрекӗ – анне,
Йышӑнсамӑр тӑван ачӑрсен саламне.
Сиртен хаклӑ ҫынсем урӑх ҫук тӗнчере,
Сирӗн ҫутӑ сӑнарӑр пирӗн чун-чӗрере.
Ӑшӑ салампа – ывӑлĕсемпе кинӗсем, хӗрӗсемпе кӗрӳшӗсем, мӑнукĕсем, тӑванĕсем.

Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас: