Пур хыпар та
САЛАМЛАНИСЕМ
16 Кӑрлач , 13:00

Олег Николаевичпа Зинаида Степановна ЕФИМОВСЕМ

Авăркас районĕнчи Тальник паççулкинче пурăнакан юратнă та хаклă аттепе аннене, ырă кăмăллă та вашават кукаçипе кукамая, асаттепе асаннене, хисеплĕ хăтапа тăхлача Олег Николаевичпа Зинаида Степановна ЕФИМОВСЕНЕ ылтăн туйпа тата çуралнă кунĕсем ячĕпе!

Олег Николаевичпа Зинаида Степановна ЕФИМОВСЕМ
Олег Николаевичпа Зинаида Степановна ЕФИМОВСЕМ

Хаклă çыннăмăрсем! Пире кун-çул парнелесе тĕрĕс-тĕкел пăхса ÿстернĕшĕн, ăс панăшăн, пурнăç çулĕ çине кăларнăшăн çĕре çити пуç таятпăр. Сывлăхăрсем юман пек çирĕп, утас çулăр чăваш сурпанĕ пек вăрăм пултăр, чĕрĕрсем çурхи кун пек юрлаччăр, куçăрсем телейпе çиçчĕр.
Сирĕн пурнăç – пирĕншĕн ыр тĕслĕх,
Юрататпăр чĕререн сире.
Çут мерчен пек кĕмĕл тĕслĕ
Çÿçĕрсем çинче выртать тĕтре.
Кил тĕрекĕ – атте, чун тĕрекĕ – анне,
Йышăнсамăр тăван ачăрсен саламне.
Ăшă салампа – ачисем, мăнукĕсем тата хăтăшĕсемпе тăхлачăшсем.

Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: